Шупашкарӑн Алькеш посёлокӗпе ҫумри районӑн Вӑрманкас ялӗ хушшинче вырнаҫнӑ юпана ҫулла тӳнтерме хӑтланни пирки эпир ҫырнӑччӗ. Ҫав пӑтӑрмаха пулах кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Паттӑрлӑх кунне палӑртмарӗҫ.
Ӗнер, чӳкӗн 6-мӗшӗнче, шар курнӑ юпа вырӑнӗнче халӑх тӗнӗн керемне (храмне) уҫрӗҫ. Тӳнтерме пуҫланӑ юпана тӳрлетсе лартса ун тавра тимӗртен ҫӳллӗ хӳшӗ йӗркеленӗ. Юпана ҫавӑн пекех тимӗр карта тытса ҫавӑрнӑ. Парне тумалли вырӑна та манман. Унччен юпа тӗссӗр тӑнӑ пулсан халь ӑна сӑрланӑ. Маларах ӑна ҫул хӗрринче асӑрхама йывӑр пулнӑ пулсан халь аякранах курӑнса тӑрать.
Кереме уҫма Фёдор Мадуров ӳнерҫӗ, Лапсар ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Афанасьев тата ыттисем хутшӑннӑ.
Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӗ муниципалитет территорийӗнче пӗччен пурӑнакан ватӑсене палӑртас, пулӑшу кирлӗ пулсан вӗсене стационарлӑ уйрӑмсене вырнаҫтарас енӗпе самай тимлет.
Хӳтлӗх кирлӗ кинеми-мучисен палӑртас тӗллевпе вӗҫӗмех ял тӑрӑхӗсене кайса ҫӳрет. Нумаях пулмасть центр специалисчӗсем Чӑрӑшкасси, Ишек тата Тутаркасси тӑрӑхӗсенчи ватӑсен пурнӑҫӗпе вырӑна ҫитсе паллашнӑ. 18 ватӑпа калаҫнӑ хыҫҫӑн вӗсенчен тӑваттӑшне пулӑшу кирлине палӑртнӑ. Вӗсене валли социаллӑ ӗҫчене уйӑрса парӗҫ.
Ҫула тухнӑ специалистсем социаллӑ ӗҫченсем вырӑнта епле тимленине те пахаланӑ. Районтан ҫитнисем 11 ватӑ патне кӗрсе вӗсен пурнӑҫӗпе тата соцӗҫченсене кинеми-мучисем епле хакланипе кӑсӑкланнӑ.
Паян Чӑваш Енре пӗрин хыҫҫӑн тепӗр авари пулнӑ. Икӗ тӗслӗхре те пассажир автобусӗсем ҫаврӑнса ӳкнӗ. Аварисенче, телее, вилекен пулман, анчах ҫынсем, ҫав шутра ачасем те, шар курнӑ.
Ирхи 5 сехет те 15 минутра Шупашкар районӗнче «Кисан-Хусан» маршрутпа ҫӳрекен автобус водителӗ пӑрлӑ ҫул ҫинче руле итлеттереймен. Автобус картана пырса тӑрӑннӑ, унтан ҫаврӑнса ӳкнӗ. Салонра водительсӗр пуҫне тепӗр 22 ҫын пулнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ — ҫул ҫитмен ачасем. 11 пассажир шар курнӑ, вӗсем (10-ри тата 12-ри ачасем те пур вӗсен йышӗнче) тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Тепӗр сехетрен, 6 сехет ҫурӑра, Ҫӗрпӳ районӗнче маршрутка, Канашран Шупашкара каяканскер, ҫаврӑнса ӳкнӗ. 11 ҫын, вӗсен йышӗнче 7 ҫулти арҫын ача пур, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. 37-ри водитель юлашки ҫулталӑкра, ытларах чухне — ҫул ҫинче хӑвӑртлӑха ӳстернӗшӗн, 16 хутчен явап тытнӑ-мӗн.
Икӗ тӗслӗхре те авари япӑх ҫулшӑн пулнӑ. Вӗсене пӑхса тӑракансен тӗлӗшпе административлӑ материалсем ҫырнӑ.
Паллӑ политик Владимир Жириновский Чӑваш Енри васкавлӑ медпулӑшу ӗҫченӗсем ташланине ырланӑ. Кун пирки ldpr.tv портал пӗлтерет.
Владимир Вольфович РФ Патшалӑх Думинче журналистсем умӗнче тухса калаҫнӑ. Хӑйӗн калаҫӑвӗнче вӑл Кӳкеҫри тухтӑрсем флешмоб ирттерни пирки сӑмах хускатнӑ.
— Манӑн шухӑшпа, ку тӗрӗс. Ташша пропагандӑламалла, ҫынсем ан ывӑнччӑр, хускану пултӑр, — тенӗ политик. Жириновский Совет Союзӗнче пурӑннӑ ҫынсем кӑнтӑрлахи апат вӑхӑтӗнче производство гимнастикине туни пирки аса илнӗ.
Кӳкеҫри Николаев урамӗнче пурӑнакансем унта тӗпленнӗ пӗр усламҫӑ 300-е яхӑн тӑваткал метр ҫӗре ярса илни пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫата евитленӗ.
Кӳкеҫри предприятисенчен пӗрин пуҫлӑхӗ муниципалитет ҫӗрӗ ҫинче бетон карта тытма пуҫлани пирки хӑшӗсем тӗрлӗ инстанцие ҫӑхавланӑ имӗш. Сооружение сӳтме хушса яваплӑ органсем предписани те ҫырса панӑ. Анчах усламҫӑ сӳтес вырӑнне бетон ҫинче тимӗр карта тытма пуҫланӑ.
Саккуна пӑхӑнман (тен, кам пӗлет, тавлашуллӑ ҫав ҫӗре усламҫӑ ҫак вӑхӑтра харпӑрлӑха илме ӗлкӗрмен-ши?) ҫын пирки кама тек ҫӑхавламаллине те пӗлмеҫҫӗ-мӗн. Урамри ҫӗре хапсӑнакан этемӗн ывӑлӗ нумаях пулмасть пысӑк вырӑн йышӑннӑ та, ҫынсем унта-кунта ҫӳренин усси пулас ҫук тесе шикленеҫҫӗ.
Ӗнер пирӗн республикӑра строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне 32 ҫулти Владимир Михайлова ҫирӗплетнине эпир маларах пӗлтернӗччӗ-ха. «Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр, малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.
Владимир Михайлова яваплӑ тилхепене тыттарнине массӑллӑ информаци хатӗрӗсем те, ҫавсен хыпарӗсемпе паллашакансем те тӗрлӗрен йышӑнчӗҫ. Паллашар-ха вӗсенчен хӑшӗсемпе.
«Чӑваш Енре тӗлӗнмелле ҫамрӑк министра ҫирӗплетнӗ», — пӗлтерчӗ хыпар ятӗнчех «Строительство.ru» Пӗтӗм Раҫҫейри отрасльти интернет-журнал. «Чӑваш Енре паллӑ автогонщик строительство министрӗ пулса тӑнӑ», — ҫырчӗ «На-связи.ru» портал. Чӑн та, машинӑпа тупӑшӑва хастар хутшӑнакансем тата вӗсен ӑмӑртӑвне сӑнаса тӑракансем Владимир Михайлова автогонщик евӗр лайӑх пӗлеҫҫӗ иккен. «Кадр бутафорийӗ: Чӑваш Енре строительство министрне ҫирӗплетнӗ» ят панӑ хыпара REGNUM информаци агентстви. Хыпарсем пурте вырӑсла, вӗсене эпир чӑвашла куҫартӑмӑр, анчах шухӑшне ылмаштармарӑмӑр.
Ӗнер Чӑваш Енӗн строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрне ҫирӗплетнӗ. Михаил Игнатьев Элтепер ку пукана Владимир Михайлова шаннӑ.
32 ҫулти Владимир Юрьевич харӑсах темиҫе предприятие ертсе пынӑ. Вӑл «РегинИнвест», «МВМ Групп» тулли мар яваплӑ обществӑсен гендиректорӗ шутланнӑ, унсӑр пуҫне — «За Россию» (чӑв. Раҫҫейшӗн) халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн учредителӗ. Шупашкар районӗнче вырнаҫнӑ «МВМ Групп» ҫӗр чавассипе Чӑваш Енре кӑна мар, ытти регионта та тимлет. Регион ертӳҫипе тӗлпулнӑ чух Владимир Михайлов хӑйсен предприятийӗ аван ӗҫлесе пыни тата ытти ҫитӗнӳ пирки каласа кӑтартнӑ. «Кадрсене хаклатпӑр. Пӗри кайса тепри килни пирӗн патра ҫук», — ӗнентернӗ вӑл Элтепере.
«Ҫамрӑксене эпир шаннӑ, шанатпӑр малашне те шанӑпӑр!» — тенӗ ҫӗнӗ министра ырӑ сунса Михаил Игнатьев Элтепер.
Стройминӑн унчченхи ертӳҫине Олег Маркова авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ӗҫрен хӑтарнӑччӗ.
Шупашкар районӗнчи Шорккари ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакансем утса сывлӑха ҫирӗплетесшӗн. Скадинави утти текен меслетпе вӗсем паян пурте пӗрле пулса уҫӑлма тухнӑ. Икӗ алла пӗрер туя тытни организмри мӗнпур мышцине ӗҫлеттерет тенӗрен мучи-кинемисем хулӑ касса тунӑ патаксем ҫине таянса асфальт ҫулпа утса ҫаврӑннӑ.
«Утса ҫӳресен чӗре те лайӑхрах ӗҫлет, юн та лайӑхрах чупать, апат та лайӑхрах анать», — теҫҫӗ Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн Шорккари уйрӑмӗнче канлӗх тупнӑ ватӑсем. Уҫа сывлӑша кинеми-мучисене ваттисен ҫурчӗн ӗҫченӗсем эрнере 3—4 хутчен илсе тухаҫҫӗ. Пӗччен ларса юласран урапапа ҫӳрекен сусӑр та ыттисемпе пӗрле уҫӑлма хаваспах тухать.
Чӑваш Енӗн правительствин паянхи ларӑвӗнче хӑш муниципалитета мӗн чухлӗ укҫа килнине тишкернӗ. Ку ыйтупа тухса калаҫнӑ Иван Моторин премьер-министр хуласемпе районсен тӗп тӗллевӗ халӑхӑн пурнӑҫ условине лайӑхлатасси тесе каланӑ.
Муниципалитетсен инвестици паспортне те хатӗрлемелле. Хуласем тата 15 район ку ӗҫе пурнӑҫланӑ. Элӗк, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсем ку ӗҫе тӑсса янӑ. «Муниципалитетсен пушӑ инвестици лапамӗсем пирки информацие ҫӗнетсех тӑмалла», — асӑрхаттарнӑ премьер-министр. Иван Моторин шучӗпе муниципалитетсем ҫӗр лаптӑкӗпе туллин усӑ курассипе ячӗшӗн ӗҫлеҫҫӗ.
Инвестици илсе килессипе 2014—2015 ҫулсенче тата 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта Шупашкар тата Етӗрне районӗсенче, Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хули лайӑх тимленӗ. Улатӑр, Куславкка, Шӑмӑршӑ районӗсем, Ҫӗмӗрле, Улатӑр, Канаш хулисем начар тӑрӑшнӑ.
Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарти Алькеш поселокӗнче ҫӳп-ҫап ывӑтмалли контейнерта вакланӑ арҫын виллине тупнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Шар курнӑ ҫав этем камне те, ӑна вӗлерекене те ун чух палӑртманччӗ.
Кӗҫех ҫав ҫынсене уйӑрса илнӗ. Вӗлерекене, утмӑл урлӑ каҫнӑ арҫынна, Шупашкар районӗнчи Тумкассинче хӑналаннӑ чух тытса чарнӑ. Йӗрке хуралҫисен аллине лекес марришӗн вӑл сенӗкпе хӑлаҫланнӑ.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче арҫын юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйӗнпе пӗр ҫулхи арҫынпа эрех ӗҫнӗ хыҫҫӑн хирӗҫсе кайнине йышӑннӑ. Лешӗ хайхин купӑс калас ӑсталӑхне ырламан иккен. Ҫавӑншӑн тӗп тунӑ та вӑл ӑна. Хӑй валерьянка ӗҫсе лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫывӑрма кӗрсе выртнӑ. Виҫӗ кунтан вилле пуртӑпа вакласа купӑс чӑматанне янӑ та контейнера кайса пенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |